Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Тӑлӑх йывӑҫа тӑвӑл хуҫать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Атӑл айне анаймарӑм (Шавлама)

Атӑл айне анаймарӑм,
Чей лартса ӗҫеймерӗм.
Эп телейлӗ пулаймарӑм,
Савӑнса ҫуреймерӗм.

Атӑл айне аннӑ пулсан,
Хӑпарайман пулӑттӑм.
Эп телейлӗ пулнӑ пулсан,
Ҫуралман та пулӑттӑм.

Атӑл та хумханчӗ пуль,
Сӗве те хумханчӗ пуль.
Икӗ хумӗ пӗрле пулса
Карапа пытарчӗҫ пуль.

Анне те ылханчӗ пуль,
Атте те ылханчӗ пуль.
Икӗ ылхан пӗрле пулса,
Телее пытарчӗҫ пуль.

Атӑл ҫине шур пир сарнӑ,
Типӗ халӗ майӗпен.
Ҫамрӑк пуҫа хуйхӑ ӳкнӗ,
Иртӗ халӗ майӗпен.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Шавламан ытти сӑввисене пӑхма пултаратӑр


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-12-18 22:30:16 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3487 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем